Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XVII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ах, шухӑш, шухӑш! Вӑл — вӑрман:
Ҫӗр ҫул, ҫӗр юп те ҫӗр сукмак.
Никам та паллӑ хӑварман —
Пӗлеймӗн тӳр йӗрпе тухма.
Те шухӑшран тарса ҫӳресшӗн,
Те канӑҫлӑх хӑйне кӳресшӗн,
Ишут ҫӳрерӗ вӑрманта.
«Ах, пӳлӗх, туррӑмҫӑм!» — унта
Путек пекех сике-сике
Утса ҫӳрет-мӗн пӗр пике.
Ишут кулать: «Тиха пек элчӗ».
Ҫӳҫенчӗ: чунӗ, тен, ҫӗнелчӗ?

...Кӗтмен ҫӗртен халь куҫа-куҫ
Чиркӳ алкумӗнче тӗл пулчӗҫ.
«Ман мӗншӗн сӗрӗмленчӗ пуҫ?» —
Те куҫҫульпе ун куҫӗ тулчӗ:
Умра хуралчӗ, ҫӗтрӗ сӑн...
Хӗре сыхлаҫҫӗ харӑс: ӑн,
Хӑй тивӗҫӗ, йӑла, хӗр ячӗ,
Ун кӑмӑллӑхӗ те сӑпачӗ.
Ах, ҫамрӑк, сисӗмлӗ чӗре,
Мӗн-ма сасартӑк карт! хускалтӑн,
Хӑвна тытса чарма эс мантӑн,
Ма иментертӗн-ха хӗре?

Каймарӗ шырани сая?
Тӑрать хӗр паперть умӗнче,
Пуҫне хуллен тая-тая
Вӑл сӑхсӑхать ҫын хушшинче.
Ӑна пӑхса тӑма халь майлӑ, —
Пит килӗшрӗ хӑйне тытни, —
Мӗн чул чеченлӗх те сӑпайлӑх!
«Тен, ку хӗр ҫухалса кайни?»
Ишут та хӑй тӑн сукмакне
Часах нимле те тупаймарӗ...
Пырса пуҫ тайрӗ — чӑтаймарӗ,
Аран пуҫларӗ сӑмахне:

«Пике, нумай ҫӗрте ҫӳрерӗм
Йӗри-тавра пӑха-пӑха;
Нумай ҫӗрте эп йӗр йӗрлерӗм —
Шырарӑм хамӑн ырлӑха.
Анчах та тупрӑм эп кунта,
Тӑван ялта, сана курсассӑн.
Сан ман валли ним пулмасассӑн,
Сивле, эп санӑн умӑнта».
Ишут курать: хӗр куҫӗсем
Курӑнмалла чӑлт! хӗлхемленчӗҫ,
Ҫак сумлӑ вӑхӑтра вӗсем
Татах асамлӑн илемленчӗҫ.

Хӗр шухӑшлать: «Чӑнах та пур-мӗн
Илемлӗ пурнӑҫ инҫетре,
Анчах тӑрать пуҫра тӗтре —
Инҫетрине ӑс-хакӑл курмӗ.
Ҫав тӗтрене сирсе тухасчӗ, —
Унта тухма тӳр ҫул тупасчӗ, —
Емӗтрине курма, пӗлме,
Тӗп вырӑнне пат тӗллеме.
Ишут... Ман ӗмӗтӗн сӑпачӗ,
Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫӑн латти.
Ах, антӑр пӗлӗтӗн хӑвачӗ,
Ӳссем, телейӗн ҫунатти».

Куҫ умӗнче ӗмӗтленни:
Ун сӑн-сӑпачӗ, пӗвӗ, туме,
Кӑтра ҫемҫе сар ҫӳҫӗн хумӗ,
Ик йӑлтӑр куҫӗ хӗмленни —
Чӑнах ҫак илчӗ тыткӑна.
Ҫак тӗнчере халь вӑл кӑна,
Унпа халь ҫут ҫанталӑк тулнӑ,
Унпа ӑсра пӗччен вӑл юлнӑ...
«Ӑҫтан вӑл килнӗ, хӑш ҫӗртен?»
Хӗр чунӗ чӗннине ӗненчӗ,
Сасартӑк чӗрипе ҫӗнелчӗ,
Сывалчӗ пусмӑрлӑ чиртен.

Ишут та канӑҫне ҫӗтернӗ,
Лармасть ун нимӗн вырӑна,
Ытла та савӑк ҫӳҫентернӗ,
Пит хумхантарнӑ вӑл юна.
Хавал ун ҫук: сӑра, апат
Паян пӗр тутӑсӑр пек уншӑн,
Вӑл пурӑнать пулас мӑнкуншӑн:
Куҫ умӗнче пӗр сӑн-сӑпат
Ялан тӑрать — чуна вӑратрӗ;
Вӑл савӑнтарчӗ те хӑратрӗ
Куҫ умӗнчен кӗҫ каясран.
Анчах та тухӗ-ши асран?

Туять, курать: куҫ хӑрпӑк витӗр
Сӳнмесӗр сапӑнать хӗлхем.
«Ах, алӑкна, чӗрем, ан питӗр,
Ан ҫыхӑн тӑлӑ пек, чӗлхем».
Ик куҫ харши — чӗкеҫ хӳри,
Чӗвеннӗн ҫӑмӑл авкаланнӑ.
Ӑҫтан пӗлетӗн, тен, юри
Илем кӳресшӗн хавхаланнӑ.
Умра хӗр пӗвӗ, ҫав сӑнах...
Ишут илтмест, курмасть ним урӑх.
Хӗр питӗнчи илемлӗ шурӑх
Йӑлтах-мӗн илчӗ тыткӑна.

Ас илчӗ вӑл: Хусан та бал...
Ҫак таранччен сӳнмен-мӗн эрлӗк,
Анчах та иксӗлмен ун хал,
Упраннӑ кӑкӑрта типтерлӗ.
«Ах, Лиза, Лиза, пӗр самантлӑх
Тухса тӑратӑн ман ума.
Курап: юлман-мӗн асӑнмалӑх,
Пулман телейӗм сан ҫумра».
Халь ирӗксӗр вӑл танлаштарчӗ,
Шайларӗ икӗ сӑнлӑха.
Ӗненнине вӑл улӑштарчӗ,
Шырарӗ тимлӗ чӑнлӑха.

Шутлать: «Кӳрентерни — чун терчӗ,
Анчах май пачӗ уяма
Ӑс-хакӑла; пачах ҫӗнтерчӗ
Вӑл тӑвӑлланнӑ туйӑма.
Ҫапах та типнӗ, хытнӑ кӑмӑл
Тиме тӑратрӗ кӑкарса.
Чӗрем ман чирлӗ: пушӑ, хӑвӑл,
Ӑна сиплеймӗн макӑрса».
Ун чунӗ асрипе тӑртаннӑ,
Пуҫа пуҫларӗ ҫавӑрма...
Каллех кӳрентерни вӑраннӑ,
Хистет, хистет вӑл тавӑрма.

Ҫӗкленчӗ тимӗ; ҫӗнӗ ҫуйкӑн
Хӗмленчӗ халӗ кӑкӑрта.
Ҫие вӑл тухрӗ чӗррӗн, шуйхӑн
Хӑварчӗ йӗр карта-карта
Ӑсра, чунра та чӗрере.
Хӗлхемленсе тӑран эрех
Пекех пуҫа вӑл ҫавӑрать,
Аса, чуна та тапратать.
Тен, ҫитрӗ чӑн-чӑн юрату?
Шутлать: «Ӑнсӑртлӑхран ан тар эс,
Ӑс-хакӑлна пач парӑнтар эс,
Пур меслете те чура ту».

Ишут ӑсра халь тайтарать,
Анчах пӗлмест: унта те кӗвӗҫ,
Те вӗчӗ пӳлӗнсе тӑрать.
Ах, сӳсленсессӗн сӳс пек тӗвӗҫ
Ӳксен пулмасть тет каҫару.
Ҫавна пӗлсе хӑйне вӑл тытнӑ
Патша пекех — пулман чару.
Ял-йышшӑн чӗрипе вӑл хытнӑ:
Хӑть вил, хӑть пурӑн; уншӑн ҫех
Ҫурхи хӗвел иккен йӑл култӑр,
Пӗр уншӑн ҫех ҫак Атӑл тултӑр —
Пӗр уншӑн пултӑр ҫут тӗнче.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 20:37:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2609 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем